Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе паян Патӑрьелӗнчи "Ҫӑкӑр" музейра Чӑваш тӗррин кружокне ҫӳрекен ачасем мастер-класа пуҫтарӑнчӗҫ. Кружок ертӳҫи Никитина Н.П. ачасене чӑваш тӗррин историйӗпе, пӗлтерӗшӗпе паллаштарчӗ. Ачасем хӑйсен аллипе салфетка тӗрлеме те пултарчӗҫ.